Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Унта халӑх мулӗ

... Ҫӗр ҫинче кашни пӗрчӗн, кашни ӳсентӑранӑн хӑйӗн историйӗ. Тӗреклӗ юманӑн та, ылтӑн куҫлӑ салтак тӳмин те пур вӑл. Тен, кӑткӑс та пӗлтерӗшлӗ истори пулӑмӗсемпе пуянах мар, анчах пӗчӗк ҫеҫ йӗкелтен капмар пӑхаттир ӳссе ларни ҫут ҫанталӑк асӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнмалли факт. Истори факчӗ. Этемлӗх кун-ҫулӗн ҫупҫи вара калама ҫук пуян. Унта халӑх мулӗ, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗпе чунӗ упранать. Аваллӑх тусанне пӑлхатни — ахаль йӑпанмалли япала кӑна мар. Кашни ҫын ҫӗршыв историне пӗлме тивӗҫ. Уйрӑмах ҫуралса ӳснӗ ял-хула историйӗпе кӑсӑкланма уркенмелле мар. Вӑл пирӗн чун-чӗре пайӗ... Паллах, никамшӑн та Америка уҫмарӑм эпӗ. Ҫак шухӑшсем Муркашри историпе краеведени музейӗ умӗнче ҫуралчӗҫ...

Паттӑрсене сума суса...

Муркаш музейӗ 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Музей "ашшӗ" — Николай Лукич Яковлев, районти музей ӗҫӗн хастарӗ, Панкли музейӗн директорӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Этем 7 ҫулта пӗрремӗш класа кӑна хавасланса чупать, букварь ӑслӑлӑхне тӗпчеме тытӑнать. Музей вара, ҫамрӑк пулин те, кӗске хушӑрах аваллӑх сывлӑшӗпе тулса, илемленсе, "пиҫсе" ҫитет...
Муркаш музейӗ мана ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ. Тен, ертуҫи ҫамрӑк та илемлӗ пулнӑран музей аваллӑхӗнче пушӑ чун сивви мар, ҫамрӑк чӗре хӗрулӗхӗпе хастарлӑхӗ тапса тӑрать. Елена Валерьевна Романовӑн директор стажӗ пысӑках мар: виҫӗ ҫул ҫурӑ. Ҫамрӑк ертуҫӗ ӗҫе юратса, пӗлсе туни сисӗнет. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл 2006 ҫулта Президент стипендине тивӗҫнӗ. Музейпе паллаштарма хаваспах килӗшрӗ Елена Валерьевна. Ҫутӑ, илемлӗ залсем тӑрӑх утатпӑр. Ҫамрӑк ертуҫӗ хӑйне шанса панӑ музей пуянлӑхӗпе паллаштарать.. Исетерккӗ ялӗнчи Алексеевсен ҫемйи ҫинчен пуян материал пухнӑ музейҫӑсем. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 8 ывӑл ӑсатнӑ Алексеевсем. Умлӑ-хыҫлӑ хурлахлӑ хыпар пӗлтерекен хутсем килнӗ вӗсен кил-ҫуртне. Елена Валерьевна паттӑр салтаксен амӑшӗ ҫинчен каласа пани асран тухмасть: "Татьяна Николаевна уйра тырӑ вырнӑ чухне ывӑлӗ вилни ҫинчен хут илет. Таҫтан пӑрлӑ ҫумӑр килсе ҫӑвать. Шалкӑм ҫумӑр айӗнче куҫҫульпе ҫӑвӑннӑ амӑшӗ. Пӑр тырра хуҫни нимӗҫсен тискерлӗхӗпе хаярлӑхӗ совет салтакӗсене вӗлерни пек туйӑнать ӑна. Аллисене ҫулелле ҫӗклесе Турра кӗл тӑвать тертлӗ амӑшӗ. Тӗлӗнмелле те, пӑрлӑ ҫумӑр самантран лӑпланать..."
Вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалана тӗрлӗ экспозици пур музейре: Совет Союзӗн Геройӗсен, рейхстаг ҫине хӑпарнӑ икӗ Муркаш салтакӗ, Афган, Чечен тертне тӳссе ирттернисем, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме май пур. Вӑрҫӑ паттӑрӗсене чӑнласах сума сӑваҫҫӗ кунта.

Ӗмӗтсем, тӗллевсем...

Тепӗр пӳлӗмре район историйӗн паллӑ пулӑмӗсем сӑнланаҫҫӗ. Район кулленхи пурнӑҫне кӑтартаҫҫӗ илемлӗ стендсем. Ӗҫре палӑрнӑ Муркашсене халалланӑ экспозици чылай. 30 ҫул хушши колхоз карапне тухӑҫлӑ тытса пынӑ Евтихий Андреев паянхи аран-аран сывлакан хуҫалӑх ертӳҫисемшӗн пысӑк та ҫутӑ тӗслӗх пулмалла пек туйӑнать. Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ искусствӑпа наука ӗҫченӗсен пурнӑҫ ҫулӗпе те паллашма пултараҫҫӗ музея килекенсем.
"2006 ҫулта "Родные напевы..." конкурсра Президент грантне ҫӗнсе илтӗмӗр, — кулленхи ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа парать Елена Валерьевна. — Сурпансен куравне йӗркелерӗмӗр. Унӑн тӗп тӗллевӗ — авалхи эрешсене тӗпчесе танлаштарасси, вӗсене упраса хӑварасси. Куравпа Ҫӗнӗ Шупашкара, Ҫӗмӗрлене, Шӑмӑршӑ районне ҫитсе килтӗмӗр". Халӗ ҫӗнӗ экспозици йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна тури чӑвашсене халаллама шут тытнӑ. "Курава хатӗрлес ӗҫе историпе, культурӑпа интересленекен ҫынсем хутшӑнасса шанас килет! Красноармейски, Элӗк, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш ҫамрӑкӗсен, тавра пӗлуҫисен пулӑшӑвне курасчӗ. Ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене те хавас эпир — ӗмӗт тӗллевӗпе паллаштарчӗ ҫамрӑк ертуҫӗ. Ҫӗнӗ конкурссенчен, фестивальсенчен те юласшӑн мар музейҫӑсем.

Туссем

Шкул музейӗсемпе тачӑ хутшӑнса ӗҫлет Муркаш музейӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑва та манмасть: ачасем валли историпе краеведени конкурсӗсем йӗркелеҫҫӗ, тӗрлӗ тематикӑллӑ каҫсем, тӗл пулусем, паттӑрлӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ, ачасен пултарулӑхепе паллаштаракан куравсем те йӗркелеме хал ҫитереҫҫӗ кунта. "Оринино, Муркаш, Ҫатракасси, Шурча шкулӗсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ пирӗнпе", — кӑмӑллӑн палӑртрӗ Елена Валерьевна.
Алӑ ӑстисен ӗҫӗсене те курма пулать кунта. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн П.Я.Мазуркинӑн йывӑҫран касса тунӑ япалисем валли ятарлӑ пӳлӗм уйӑрнӑ. "Н.Яковлев, И.Вязов, К.Корнилов, И.Каргин, Н.Тюрина тата ытти хастар яланах пулӑшма хатӗр пире", — музей тусӗсене ырӑпа асӑнчӗ Елена Валерьевна...

"Приоритетлӑ объект" нуши-терчӗ

Музейре аваллӑх хуҫаланать пулин те, паянхи пурнӑҫ йывӑрлӑхӗ ӑна та пырса тивет. "Чӳречесем ҫинче решетке халӗ те ҫук, — пӑшӑрханса калаҫрӗ Елена Валерьевна. — Ҫавна пулах пуян куравсем, экспозицисем йӗркелейместпӗр. Хаклӑ экспонатсене упраса хӑварасси пирӗн тивӗҫ. Пархатарлӑ тӗллевӗмӗре пурнӑҫлама, шел, "ҫара” чӳречесем чӑрмав кӳреҫҫӗ". Музейре халӗ те компьютер ҫук. Пулсан та решеткесӗр чӳречеллӗ ҫуртран иккӗмӗш каҫах "ураланӗ" вӑл. Компьютер вара паянхи музея кирлех.
Музей фондне пуянлатса, ҫӗнетсе, упраса хӑварма ӗмӗтленеҫҫӗ музейҫӑсем. Аякран килсе пулӑшасса кӗтсе лармаҫҫӗ, май ҫитнӗ таран тӑрмашаҫҫӗ. Укҫа ҫитсе пыманни такӑнтарать. "Кӗмӗл эрешсем, авалхи кӗпесем куҫ умӗнче ҫухалса пыраҫҫӗ", — хурланнине пытармасть Елена Валерьевна. Ватӑ кинемейсем вӗсемпе уйрӑласшӑнах мар, ахӑр, вилсен тӑхӑнса кайма упраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тен, сутма хирӗҫлемӗ, анчах та ку япаласен хакӗ ҫыртать, музей вӗсене туянаймасть те...
Ҫапах та Елена Валерьевна музей пуласлӑхне шанать: "Ялти ватӑсем, истори вӗрентекенӗсем пире май ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ-ха. Ӳркенмен, тӑван тӑрӑхӗн кун-ҫулне тарӑннӑн тӗпчеме хатӗр ҫамрӑксене ытларах курас килет".
Музей пуласлӑхӗшӗн эпир пурте яваплӑ: ватти те, вӗтти те, хуҫалӑхра вӑй хураканӗ те, администраци ҫуртне васкаканӗ те. Пулас ӑрусен умӗнче, истори умӗнче яваплӑ. Пирӗн тимсӗрлӗхе, явапсӑрлӑха пулас ӑрусем каҫарас ҫук.

Ирина Степанова
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2007, кӑрлач, 26, 5628№.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-11 17:37:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3082 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем